Четверг, 19.04.2018, 12:29
Приветствую Вас абитуриент | RSS
Вход на сайт
Поиск
Тэги
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Центр Генеалогических Исследований

Ильтимер Ефремов

Ильтимер Ефремов

Ефремов Илтимӗр (Алексей) Николаевич - историк-архивист, генеалог.

1984 çулхи утă уйăхĕн 15- мĕшĕнче Каçал тăрăхĕнчи Йÿç Шăхаль ялĕнче çуралнă. 2006 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетĕнче «историко-архивоведение» специальнăçа алла илнĕ. Професиллĕ генеалогипе 10 çул кая мар ĕçлет.
Илтимĕр Ефремов Чӑваш Республикинчи тата республика тулашӗнчи архивсенче сирӗн йӑх-тӗпне шырама, несӗллӗх йывӑҫне тума, ламран лама ҫырса пама тата ыттине те тупса палӑртма пултарать. Республикӑн кӑнтӑр енчи районсемпе нумай чух ĕçлет, уйрӑмах Чӗмпӗр облаҫӗн патшалӑх архивӗпе (ГАУО) ӗҫлеме тӳр килет, унсӑр пуҫне Тутар Республикин Наци архивӗпе (НА РТ), халь Раҫҫей патшалӑх авалхи актсен архивӗпе (РГАДА) те, вӗсемсӗр пуҫне вырӑнти музейсемпе библиотекӑсемпе те. Шыраса тупнӑ кирлӗ информацине вара, архив хучӗн копийӗпе ҫирӗплетет.
Вăл пĕр-ик çул каялла, иртнӗ ӗмӗрсенче Чӗмпӗр тата Хусан кӗпӗрнисене кӗнӗ, халь Чӑваш Республикине кӗрекен ялсемпе хуласенчен тухнисен йӑхӗ-тӗпӗсене тӗпчессипе ҫыхӑннӑ «Чӑваш несӗллӗхӗ» проект пуçарса янă. Проектăн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри, паянхи кунран пуҫласа чӑваш халӑхӗн, ялсемпе хуласен, тӗрлӗ вӑхатра пулса-иртнӗ пулӑмсен, тӑван халӑх историнче тарӑн йӗр хӑварнӑ тӗрлӗ ҫынсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗсене, халӑхӑн йӑла-йӗркисене тата ыттине те тӗплӗн тӗпчесси.

Çыхăну:
Тел.: +7 927-850-30-60
E-mail: iltimer.studio@gmail.com
Skype: iltimer
Сайт: ЧӐВАШ НЕСӖЛЛӖХӖ